Ырă ĕç тăвасси - малти вырăнта
«Ырă ĕç тăвакан ырă курать», – тенĕ ватăсем. Çавăнпа та кашнийĕн ырă ĕç тума хавхаланмалла. Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче çĕршывра ырă тăвакансен кунне паллă тăваççĕ. Çакна халалласа Чăваш патшалăх университетне волонтерсем республика шайĕпе иртекен форума пухăнчĕç. Савăнма сăлтавĕ те пур. Пĕлӳ çуртĕнче «Добро.Центр» уçăлчĕ.
Волонтерсем республикăра, чăн та, сахал мар. Ку юхăма кăçал 67 000 яхăн çын хутшăннă. Ырă тăвакансемпе ыр кăмăллăх организацийĕсен йышĕпе Чăваш Ен çулсерен чи лайăх регионсен йышне кĕрет. Вĕсем халăха тĕрлĕ ĕçре пулăшу кӳреççĕ, вăйпа çеç мар, сăмахпа та йывăр самантсенче хавахалану туйăмĕ парнелеççĕ.
Кăçал та пысăк ĕçсемпе палăрнă вĕсем. Волонтерсен центрне уçни малашне тата та пысăк ырă ĕçсем тума пулăшĕ. Ăна «Добро.Центр» федераци программи пулăшнипе хута янă. Центр социаллă проектсене пуçарса ярассипе тата аталантарассипе, волонтерсем валли вĕрентӳ ирттерессипе ĕçлĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, волонтерсен пуçарăвĕсене Чăваш Ен Правительстви малашне те хавхалантарма майсем туса парассине каларĕ. Уявра ырă ĕçпе палăрнă хастарсене тав хучĕсемпе чысларĕç. Волонтерсен тăрăшуллă куçĕсенче хавхалну туйăмĕ çуталса тăни палăрать. Вĕсене çакăн евĕр палăртни малалла тăрăшса ĕçлеме, ырă ĕçсем ытларах тума, çĕнĕ тĕллевсем лартса палăрмалли çитĕнӳсем тума пулăшĕ.