Сывă пулăр!
Виççĕмĕш çул республикăри «Чувашиякурорт» санатори кăшăл чир тӳссе ирттернĕ çынсене малалла сывалма йышăнать. Пĕлтĕр 3320 çын хăйĕн сывлăхне çирĕплетме пултарнă. Кăçал çак кăтарту 2 000 патнелле çывхарать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тăрăшнипе патшалăх пулăшăвĕпе тӳлевсĕр усă курма пулать. Ӳслĕк, сывлăш пӳлĕнни, вăйран кайни, пусăрăнчăк кăмăл тата ытти хавшаклăха туйсанах иккĕленсе тăмасăр сипленме васкамалла теççĕ шурă халатлисем кăшăл чирпе тертленнисене. Ал-ура, çан-çурăм ыратнине, ыйхă пулманнине те ирттерме пулать реабилитаци центрĕнче. «Чувашиякурорт» санатори пиллĕк пин çурă ытла пациента иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Кăшăл чир алхасма пуçласанах реабилитаци ирттерме ахальтен мар вĕсене шаннă. Кунта Атăл çыранĕнчи тăмпа, пылчăкпа, минераллă ваннăсемпе сипленме, баррокамерăра, тăварлă пӳлĕмре ларса сывлав органĕсене уçма пулăшаççĕ. Сипленннисен 98 проценчĕ хăйне лайăх туйнине палăртать. Республика тулашĕнчен килекенсем те чылайăн, çапах та Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пире хамăр регионта пурăнакансемпе тĕллевлĕ ĕçлеме хушни, çавăнпа та тӳлевсĕр сипленмелли майсем туса пани пире питĕ савăнтарать, – тет «Чувашиякурорт» санаторин тĕп тухтăрĕ Светлана Тюрникова. Мĕнле лекме пулать-ха çак сиплев учреждение? Чи малтанах терапевтран номерлă направлени илмелле. Медицина страхлавĕн полисĕ те çумрах пулмалла. Кăçал тӳлевсĕр сипленекенсен йышĕ пĕлтĕрхинчен сахалрах пулмасса шанать Светлана Тюрникова