Ыйту пур, апла хуравламалла
Тĕрлĕ канал урлă 997 ыйту çитнĕ, çав шутран 116-шĕ – колл-центра килнĕ шăнкăрав. Çавăн пекех «Инцидент-менеджмент» система урлă 1896 çыру шута илнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев йĕркеленĕ тӳрĕ линие çитнĕ ыйтусенчен 70 процентне хуравланă та. Ыттисемпе малалла ĕçлеççĕ. Кун пирки влаçра тăрашакансен ларавĕнче калаçрĕç.
Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче иртнĕ «тӳрĕ лини» сехет те 53 минута пычĕ. Çак тапхăрта республика ертӳçи 30 ыйту çине хуравларĕ. Çулсене юсасси, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, медицина пулашăвĕ, сĕт хакĕ – халăха хумхантаракан ыйту нумай. Паллах, «тӳрĕ лини» вăхăтĕнче пурне те хуравлама май килмен. Вĕсене куçран вĕçертмеççĕ. Ĕс тăвакан влаç органĕсем ыйтусен 80 процентне уçăмлатнă. Муниципалитетсене пырса тивекеннисем те пур – вырăнти ертӳçĕсем палăртнин 58 проценчĕпе хурав панă. Ларура хăш тăрăх ертӳçи хайсенпе çыхăннă ыйтусене васкавлă уçăмлатни пирки те калаçрĕç.
Тăвай муниципаллă округĕ ертӳçи Владимир Михайлов Улянкă ялĕнчен республика ертӳçи патне шăнкăрав çитсенех çак ялта пулнă. Вырăнти халăха шыв ыйтăвĕпе ĕçленине, хăçан вăл уçăмланассине каласа кăтартнă. Нумай пуçлăх «тӳрĕ линие» çитнĕ çитменлĕхсене пĕтерессипе яваплă тăрăшнă пулсан, алран кайтăр текенсем те тупăннă иккен. Тĕслĕх вырăнне тĕп хула администрацине илсе кăтартрĕç. «Амазони» паркра йĕркесĕрлĕх хуçаланни çинчен калакан ыйту çине кĕскен çырса хăварнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев халăх «тӳрĕ линире» çĕкленĕ ыйтусем унăн ĕçне кăна мар, пĕтĕм влаç ĕçне пырса тивнине палăртрĕ. Хăш-пĕр тĕслĕхре çынсем вырăнсенчи влаçсенчен тимлĕх кĕтсе илейменни те куçкĕрет, çавăнпа республика ертӳçинчен пулăшу ыйтма тивет. Олег Алексеевич çынсен ыйтăвĕсем çине алă сулма юраманнине çирĕплетрĕ. "Вăл е ку ыйтăва паян татса пама май çук пулсан ун çинчен халăха уççăн каламалла, сăлтавĕсене ăнлантармалла. Çапла тусан халăх енчен кăмăлсăрлăх та пулмĕ. Унтан та ытла – вăл е ку чăрмавсене сирмешкĕн вĕсем хăйсем те пулăшĕç", – каларĕ Чăваш Ен ертӳçи.