Хисеплĕ çын
Шупашкарăн çавра çулне халалланă ĕçсем кулленех иртеççĕ. Хула кунĕ умĕн хисеплĕ çынсене чысласси йăлара. Ĕнер вырăнти депутатсен пухăвĕнче Шупашкар хулин хисеплĕ çыннине палăртрĕç. Çак ята «Дорисс» предприятин канашлуçи Игорь Рощин тата Валерий Львов боксер тивĕçрĕç. Паян вĕсене пысăк йышра саламларĕç.