Çичĕ ачаллă çемьесене хушма тĕрев
<p>Çичĕ е ытларах ачаллă çемьесене, пурăнмалли условисене лайăхлатас шутра тăракансене, хушма тĕревпе пулăшаççĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çемье кунĕ умĕн Хушу алă пусрĕ. Чăваш Республикинче çавнашкал çемьесем 19. Вĕсенчен пĕринпе эпир те тĕл пултăмăр. Çак кĕвĕ 19 çулти Аня Петровăн чунне пĕрре илтнипех тыткăнланă. Музыка шкулĕнче пĕлӳ илнĕскер вăл ăна килте хăех калама вĕреннĕ. Çемьепе пĕрле пухăнсан Аня час-часах ашшĕ-амăшне, виçĕ йăмăкĕпе виçĕ шăллĕне юрă-кĕвĕ каласа савăнтарать. АНЯ ПЕТРОВА: «Эпĕ çак кĕвве питĕ юрататăп. Вăл мана питĕ килĕшет». Халĕ Аня Питĕр хулинче вĕренет. Вăл ача-пăча тухтăрĕ пуласшăн. Çавăнпа çемье пĕрле сайра-хутра пухăнать. Иккĕмĕш хĕрĕ Таня ӳкерме кăмăллать. Сăнсем, çипуçсем. Аслисем иккĕш те шкултан вĕренсе тухнă, аслă шкулсенче пĕлӳ пухаççĕ. Виççĕшĕ пĕлӳ çуртне, кĕçĕннисенчен иккĕшĕ ача садне çӳреççĕ. Тăхăр çынна икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнма, паллах, тăвăр. Михайловсен çемйи ăна ипотекăпа туяннă. Пурăнмалли вырăн лаптăкĕ 40 тăваткал метр кăна. ЭЛИНА ПЕТРОВА: «Вырăнĕ питĕ сахал. Эпир тăрăшатпăр ĕнтĕ кашнине вырăн пултăр тесе – икĕ хутлă краватьсем лартнă, пысăк диван илнĕ. Шкултан килсессĕн уроксене тунă чухне кунта, паллах, вырăн сахалрах пурне валли те тупмашкăн, лартмашкăн». Уроксене черетпе тăваççĕ, пĕрин хыççăн тепри апатланать. Тăххăрĕшĕ те килте пулсан пысăк сĕтел лартса апатланаççĕ Михайловсем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Хушу кăларсан йышлă ачаллă çемьере шанăç çуралнă. ЭЛИНА ПЕТРОВА: «Олег Николаев Хушу кăларнине илтсессĕн питĕ савăнтăмăр. Пире пулăшу килессе кĕтетпĕр. Нумай ачаллă çемьесемшĕн шухăшланă пирки тав тăватпăр». Михайловсем евĕр çемьесем Чăваш Енре тата 18. Вĕсем пурте çичĕ е ытларах ачаллă тата пурăнмалли условисене лайăхлатас шутра тăраççĕ. Вĕсене тивĕçтерме икĕ пин те икçĕр тăваткал метр пурăнмалли вырăн кирлĕ. Аса илтеретпĕр, иртнĕ çулта сакăр е ытларах ачаллă çемьесем пурăнмалли условисене лайăхлатрĕç. Вĕсене пĕр хут укçа тӳлевĕпе тивĕçтернĕ<strong> </strong></p>