Шкула çĕнетмелле

Яш-кĕрĕме аталанма Чăваш Енре пĕтĕм майсем пур. Республикăра çамрăксен малашлăхĕ çук тени тĕрĕс мар. «Ку халапа шкул саккинченех парахăçламалла», – терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Каçал тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çӳревре пулнă май. Комсомольски салинче республика ертӳçи 2-мĕш шкула çитсе курчĕ.

Пĕлӳ çуртне иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕкленĕ. Шкул çамрăк пулин те вăл юхăннисен шутĕнче. Çуртăн 51 проценчĕ кивелнĕ. Халĕ кунта пилĕкçĕр ытла ача ăс пухать. Вĕсем пурте пĕрремĕш сменăра вĕренеççĕ. Шкулпа çыхăннă пăтăрмахсем çурта хăпартнипе пĕрлех пуçланнă.

ЛЮДМИЛА АБРАМОВА: «Шкула 1994 çулта пĕтĕм йĕркене пăхăнса туман пулĕ, мĕншĕн тесен 1995 çулта пĕр енчи стена пирĕн ишĕлсе анчĕ. Авариллĕ классенче ачасене хальхи вăхăтра урăх классене куçарнă. Çапах та шкулта ремонт юсав е çĕнĕ шкул тăвас ыйту тăрать».

Чăнах та, ыйту çивĕч. Шкула тĕплĕ юсамалла е çĕннине çĕклемелле – пур пĕрех проект кирлĕ. Ăна хатĕрлеме тахçанах панă, анчах яваплă пĕрлешӳ ĕçе вĕçне-хĕрне çитереймен. Паянхи куна проекта тепĕр пĕрлешӳ хатĕрлет. Ăна çитес çулхи нарăс уйăхĕн вĕçĕччен туса пĕтермелле. Вара тин каçалсем тĕплĕ юсав программине хутшăнма пултараççĕ. Çак программа ĕçленĕ чухне унпа усă курса юлмалла. Ачасене вĕренме шкулта пĕтĕм майсем туса памалла, терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Проекта хатĕрлесе çитермеллине палăртрĕ вăл. Республика ертӳçи Кĕçĕн Каçал тата Хырхĕрри ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе те тĕл пулчĕ. Ĕçлĕ çул çӳрев пирки тĕплĕнрех ыран каласа парăпăр