Çĕпĕр язвин чирне çаклатнă
Çĕрпӳ тăрăхĕнче пурăнакан икĕ çын Çĕпĕр язвин чирĕпе аптранă. Çак амака вĕсем выльăх пуснă чухне çаклатнă. Усал чир Чăваш Енре малалла аталанас хăрушлăх пысăк-и? Ыйтăва манăн ĕçтешсем те тишкерчĕç.
Амак ернĕ тĕп сăлтав – выльăх-чĕрлĕхе çитерекен апат хутăшĕ пулма пултарать тесе палăртаççĕ. Шăпах пĕлмен усламçăсенчен йÿнĕрех хакпа, алран туяннă тавар çакнашкал шар кăтартма пултарать те. Çивĕч лару-тăрăва малалла аталанма парас мар тесе республикăра тĕрлĕ служба ĕçченĕсем тимлеççĕ.
РУСЛАН САЙФУТДИНОВ: «Роспотребнадзор тата ветслужба ĕçченĕсем чир-чĕр сиксе тухнă яла çитсе килнĕ. Чирлекенсем пурăннă хуçалăхсене кĕрсе тĕпчев валли кирлĕ ĕç-пуçа туса ирттернĕ. Çитес кунсенче тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсем паллă пулаççĕ ĕнтĕ. Паянхи куна илсен чир-чĕр малалла ан сарăлтăр тесе Çĕрпӳ муницпалитет округĕнче мĕн кирлĕ пĕтĕмпех пурнăçласа пыраççĕ».
Хальхи вăхăтра чире çаклатнисене медицина пулăшĕ кӳреççĕ. Вĕсен сывалас шанăçĕ пысăк, палăртрĕ Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев.
– Вĕсемпе юлашки вăхăтра контакта кĕнĕ çынсене, вĕсем 130 ытла паян тĕрĕслесе тĕпчесе тăратпăр. Паллах ĕнтĕ, вĕсен сывлăхĕ хавшаса кайсан вĕсене кирлĕ енлĕ пулăшу пама яланах хатĕр. Çак чир малалла ан атлантăр тесессĕн эпир ĕнтĕ çак Акташ ялĕнчи пĕтĕм выльăха çывăх вăхăтра пусмалла мар тесе хушнă, унсăр пуçне никамăн та никама та вĕсене хальлĕхе сутмалла мар. Çĕрпӳ тăрăхĕнче хальлĕхе карантин йĕркине палăртман. Çапах та лару-тăрăва сăнасах тăраççĕ, тĕрĕслевсем ирттереççĕ.