Çĕршыв хăвачĕ – халăхсен туслăхĕнче
Тĕрлĕ халăх çи-пуçĕ, апат-çимĕçĕ, юрри-ташши, йăли-йĕрки. Çак тата ытти пуянлăха упракан, туслăх вăйне çирĕплетекен, Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн тăрăшакан тĕрлĕ наци çынни «Çĕнĕ Шупашкар – хăлăхсен пĕрлĕхĕн тата культурисен хули» ятпа иртнĕ фестивале пуçтарăнчĕ. Йăлана кĕнĕ уяв кăçал та анлă иртнĕ.
Çĕнĕ Шупашкар – чăваш, вырăс, тутар, çармăс, эрмен тата ытти халăх çыннине кулленех хăйĕн ăшшине парнелет. Юратнă вырăн пулса тăнă хулара наци культурисен пуянлăхĕ, хăйне евĕрлĕхĕ палăрать. Унăн вучахне сӳнме паманнине çулсеренех йĕркелекен фестивальте те çирĕплетеççĕ.
МИНКАДИР РЕЗЯПОВ: «Чăваш Республикинчи пурăнсассăн чăвашла пĕлмелле те пирĕн. Ачасем те пирĕн вĕренеççĕ, хамăр та калаçатпăр тĕрлĕ çынпа, тĕрлĕ уровеньте. Эпир пĕрле пурăнатпăр 10 поколени, пĕрле пурăнмалла пултăр».
Кашни халăх хăйĕн апат-çимĕçĕпе палăрать. Вĕсемпе ыттисене паллаштарас тесе тарават хĕрарăмсем çĕр çывăрман тейĕн.
ЭЛЬВИРА НИКОЛАЕВА: «Нимĕнле уяв та пирĕн иртмест хуплусăр – чăваш халăхĕн тулли апат-çимĕсĕсĕр, шăрттансăр. Ку ĕнтĕ, вырăсла вареники, чăвашла хуран кукли, тăпăрчăпа, сухапа тунăскер. Эпир кашни çул çавăн пек апат-çимĕçсемпе пĕр-пĕринпе вĕренетпĕр. Тутарсем хăйсен апат-çимĕçне хатĕрлеççĕ, эпир вĕсенчен вĕренетпĕр, Марий Эл халăхĕ хăйĕнне хатĕрлет, эпир вĕсенчен вĕренетпĕр, эпир те хамăрăн апат-çимĕçе вĕсене туллин кăтартатпăр».
Фестивале Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева та хутшăнчĕ. Вăл Çĕнĕ Шупашкар – яланах уявра пурăнакан, çак телейлĕ самантсемпе пурнăçа илемлетекен хула пулнине каларĕ. Фестивале пухăннă кинемейсемпе, хĕрарăмсем вăхăта сая яма юратмаççĕ. Уявра та вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли алсиш-нуски çыхаççĕ, окоп çуртисем пуçтараççĕ. Культурăпа халăхсен пĕрлĕхĕнче – çĕршыв хăвачĕ. Унăн вăйне фестивале хутшăнакан кашни çын туйма пултарчĕ.