Шкулсем шар курнă
<p>Тăвăллă çил 10 социаллă пĕлтерĕшлĕ объекта, 8 тăрăхра 157 йывăçа хуçса антарнă. 1 автомобиль ĕçлĕхрен тухнă. 12 муниципалитетри 6 000 яхăн çуртра çутă пулман. 5 районта 73 çурт тăррине сӳсе кайнă. Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче вăйлă çил-тăвăл Чăваш Ене пысăк инкек илсе килчĕ. Çакă влаçра тăрăшакансен тунтикунсерен иртекен ларăвĕнче тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Уйрăм хуçалăхсем çеç мар, социаллă пĕлтерĕшле çуртсене те сиенлетрĕ çил-тăвăл. Виçĕ районта 7 шкул тăрăсăр юлнă. Йĕпреç районĕнчи Пучинкери шкула 1985-мĕш çулта тунă. 2400 тăваткал метртан 300-шĕ сиенленнĕ те. Çитес çул тĕп юсав ирттермелли графике кĕртнĕ ку шкула. Канаш районĕнчи Шĕлтĕмри шкулăн котельнăйĕн тăрри 100 тăваткал метр çинче юрăхсăра тухнă. Каçалсем ытларах та шар курнă, кунта тӳрех 5 вĕрентӳ çурчĕн çивĕттине сисе ывăтнă. Урмаел, Чĕчкен, Хырхĕрри, Явăш, Асанкасси ялĕсенчи пĕлӳ çурчĕсен тăррисене 3 пин ытла тăваткал метр таран улăштарма тивет. Тăкакĕ те пысăк – 9 миллион тенкĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çывăх вăхăтра юсама пуçлĕç. Вĕсем валли резерв фондĕнчен кĕмĕл уйăрĕç. Халĕ шăпах кирлĕ хутсене хатĕрлеççĕ те. Виçĕ районта та синкерлĕ лару-тăру тесе палăртнă. Çут çанталăкран уйрăм хуçалăхсем те шар курнă. Шел пулин те, нумайăшĕ хăйĕн пурлăхне страхламан. Инкеке лекнисене 10 000 тенкĕ тĕрев укçи параççĕ. Пулăшу нухрачĕллĕ пулас тесен вырăнти район администрацине çитсе заявлени çырмалла. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çак ĕçе вăраха тăсмалла маррине, компенсаци укçине шар курнисем патне вăхăтра çитермеллине каларĕ</p>