«ФИЛЕО» çĕвĕ фабрики паха та чаплă кĕпе-йĕм сĕнет

Малалла «ФИЛЕО» çĕвĕ фабрикин таварĕпе паллаштарăпăр. Фабрика историйĕ 1998-мĕш çулта Шупашкарта тытăннă. Шăп та лăп ун чухне çĕвĕ предприятийĕ йĕркеленнĕ. Тăхăнмалли тум-тир ют çĕршывра çĕленисенчен пахалăхĕпе, илемлĕхĕпе чаплăрах. Ун пеккисене урăх ниçта та хатĕрлемеççĕ. «ФИЛЕО» марка тумĕпе эпир те паллашрăмăр.

Пур хĕрарăм та, пике те чаплă кĕпе тăхăнма ĕмĕтленет. «ФИЛЕО» магазин, чăннипех те, асамлăх парнелеме васкать. Юбкăсем, шăлаварсем, кĕпесем, костюмсем. Вĕсем хĕрарăма татах та чипертерех тăваççĕ. Ку таварсене пурне те Шупашкарти «ФИЛЕО» çĕвĕ фабрикинче çĕленĕ. Пысăк пахалăхлă тум-тире çĕршыври ытти регионта та кăмăллаççĕ.

ИРИНА МИХАЙЛОВА: «Кашни хĕрарам хитре те стильлĕ курăнма, çӳреме ĕмĕтленет. Эпир тавар туянакансен сĕнĕвĕсене яланах шута илетпĕр. Ассортимента яланах улăштарса тăратпăр. Çавăнпа та çынсем «ФИЛЕО» магазинты тавара кăмăллаççĕ. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн магазинта кашни тавар çине 30 процент скидка пуçланать. Пурне те ырă сунса кĕтетпĕр».

Клиентсене яланах хавхалантарма тăрăшаççĕ кунта. Пикесем валли хатĕрленĕ акци раштав уйăхĕн 18-мĕшĕччен пырĕ. Ку е вăл таварпа fileo.ru сайтра та паллашма пулать. Кунтах саккас тума та май пур. «ФИЛЕО» магазин ирхи 9:00 сехетрен пуçласа 19:00 сехетчен ĕçлет. Шăматкунпа вырсарникун 18:00 сехетчен. Хаклă хĕрсем Çĕнĕ çула паха те йӳнĕ хакпа кĕпе-йĕм кунта туянма пултараççĕ. Шупашкар хулин, Богдан Хмельницкий урамĕнчи 57-мĕш а çуртра пурне те хапăл туса кĕтеççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон 62-74-72. Шупашкара тухмалли код (8352).