Пĕрле ĕçлесшĕн
<p>Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Узбекистанран Запорожье облаçне çитрĕ. Вăл унта губернатор тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Балицкийпе тĕл пулчĕ. Ертӳçĕсем килĕшӳ алă пусрĕç.</p>
<p>Унта суту-илӳ, наукăпа техника тата культура енĕпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки каланă. Чăваш Ен Запорожье облаçĕнчи Бердянски районне шефа илет. Çавна май çитес вăхăтра килĕшсе татăлнине пурнăçламалли план хатĕрлĕç.</p>