«Грани» парнисемшĕн — чупу
<p>Хальхи «ГЭСстрой» çурчĕ умĕнче 1979-мĕш çулта пĕрремĕш хут старта 57 команда тăнă. Пурте – шкул ачисем. 2006-мĕш çултан эстафета Çĕнĕ Шупашкарти Андриян Николаев ячĕпе хисепленекен стадионта иртет. 2014-мĕш çултан сывлăх енчен хавшак ачасем те чупăва хутшăнма пуçланă. «Грани» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен ăмăртăва çулсерен çĕнĕлĕх кĕртсе пыраççĕ. Кăçал ăна пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче ирттерчĕç. Çавна май эстафета талисманĕ те – Яковлевсен çемйи.</p>
<p>Çак хушу иртенпех янрать. Ача садне çӳрекенсем тĕлĕшпе çеç вăл темиçе хут пулчĕ. Пĕчĕкскерсем шкул çулне çитичченех «Рекордсем патне малалла» чĕнӳ мĕне ăнлантарнине пĕлеççĕ. Пĕрремĕш чупса çитет-и е такăнса ӳксе хыçала юлать – пĕрех пĕчеккисен пит-куçĕ йăл кулăран татăлмасть. Вĕсене воспитательсемсĕр пуçне ашшĕ-амашĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ хавхалантарма килни вăйлă чупма пулăшать. Ача садне çӳрекенсем тата çемьесем – шăпах çак ушкăнра чупакансем йышлă пулчĕç.</p>
<p>Кăçалхи эстафетăн талисманĕ – Яковлевсен çемйи – пĕр çул çеç мар чупăва хутшăнать. 27 çул пĕрле пурăнакансен аслă ывăлĕ 26-ра, кĕçĕн ачи вара 3 çулта. 5 ачаллă мăшăр кăçал та старта тăчĕ. Вĕсемпе пĕрле ăмăр çанталăка пăхмасăр шкул ачисем, тĕрлĕ предприяти ĕçченĕсем, тӳре-шара хаваспах чупрĕç. Пурĕ 200 ытла командăри 1500 яхăн çын спорт тупăшăвĕнче хăйне тĕрĕслерĕ. Çĕнтерӳçĕсене кубокпа, дипломпа тата ытти парнепе чысларĕç. Чи пахи вара – пурте пĕрле стадиона тухса тупăшма пултарни, хаçатпа вулакан хушшинче туслăха çирĕплетни.</p>