«Грани» хаçат эстафети 30-мĕш хут иртет
<p>Çĕнĕ Шупашкарти Андриян Николаев ячĕпе хисепленекен стадионта çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче спорт уявĕ пурне те йыхравлать. Унта «Грани» хаçата вулама юратакансем, сывă пурнăç йĕркине тытакансем хутшăнĕç. Эстафета кăçалхипе 30-мĕш хут иртет.</p>
<p>Çĕнĕ Шупашкарта иртекен спорт уявĕнче çулсерен 200 ытла команда хутшăнать. Унта çулсерен 1500 яхăн çын хăйне тĕрĕслет. Тупăшăва республикăри вĕрентӳ учрежденийĕсенче, предприятисенче вăй хуракансем, çемье ушкăнĕсем хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерӳçĕсене кубок, диплом, асăнмалăх парне парса чыслама, тутлă апат-çимĕçпе сăйлама палăртнă. «Грани» эстафетине хутшăнас кăмăллисен çу уйăхĕн 12-мĕшĕччен 16:00 сехетчен заявкăсем ярса ĕлкĕрмелле.</p>