Ветерансене — парне
<p>Паян Чăваш Енре 4692 ветеран пурăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, тăлăх арăмсем, концлагерьте пулнисем тата ыттисем те çулсерен Çĕнтерӳ кунĕнче социаллă пулăшăва тивĕçеççĕ. 170 ветеран вара кăçал ятарлă парнеллĕ пулать. Кун пирки Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура пĕлтерчĕç. Чей, канихвет, термос, курка, эмел хумалли, тĕрленĕ енчĕк, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн салам çырăвĕ – парне пуххине çаксем кĕреççĕ. Вĕсене вăрçа хутшăннисемпе инвалидсем, Ленинград ункинче пулнисем тата концлагере лекнисем тивĕçеççĕ. Çĕнтерӳ кунĕ умĕн пур муниципаллă округра та вăрçа паттăрĕсем пурăнакан вырăнсене тишкереççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 4072 ветеран патне çитнĕ. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕччен яваплисем пурин килĕнче те пулма палăртаççĕ. 2011-мĕш çултан 6 000 ветеран хăйĕн пурăнмалли вырăнне хăтлăлатма пултарнă. Паттăрсене манмалла мар, вĕсене асрах тытмалла. «Çĕнтерӳ кунĕнче вара пушшех те тимлĕх уйăрмалла, пур ветеран патне те çитмелле», – çапла палăртрĕ Чăваш Ен ертÿçи Олег Николаев.<strong> </strong></p>