Района шефа илнĕ
<p>Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Запорожье облаçĕнче пулнă пирки пĕлтернĕччĕ. Вăл унта губернатор тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Балицкийпе тĕл пулса ертӳçĕсем килĕшӳ алă пусрĕç. Чăваш Ен Запорожье облаçĕнчи Бердянски районне шефа илет. Бердянскри шкулсем, нумай хутлă çуртсен картишĕсем илемленмелле, шыв тăрăмне пĕтĕмĕшле çĕнетмелле. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне те çĕнĕлĕх пырса çапĕ. Кашни хулапа ялта фельдшерпа акушер пункчĕсем пулĕç. – Паллах, эпир ытти енпе те ĕçлесе пыма калаçса татăлтăмăр. Ку ĕнтĕ производство предприятисене хăвăрт тивĕçлĕ ĕçлеттерсе ярасси, наукăпа тата ытти енпе тĕрлĕ енлĕ тĕпчесе пĕрле ĕçлесе пырасси. Унсăр пуçне, паллах, электротехника пирĕн предприятисен пултарулăхне усă курса Запорожье облаçĕн халăх хуçалăхне юсаса пурнăçа кĕртесси. Пуринчен малтан вара шкулсене хĕле хатĕрлемелле пулать. Паллах, вĕрентекенсен те çĕнĕллĕ ĕçлемелле пулĕ. – Вĕрентекенсене Раççей Федерацийĕн методологипе ĕçлеме хăвăрт вĕрентесси. Шкул директорĕсем пирĕн Чăваш Республикине килсе шкулсемпе паллаштарăпăр. Пирĕн лайах кăтартусене, тĕрлĕ енлĕ меслетсене кăтартса парăпăр вĕсене. Эпир, паллах, вĕсем патне кайса тата анлăрах вĕрентекенсене пухса çак методикăпа мĕнле ĕçлемеллине пулăшса пырăпăр. Ĕçлемелли нумай. Çавна май çитес вăхăтра килĕшсе татăлнине пурнăçламалли план хатĕрлĕç. Ăна çу уйăхĕн вĕçĕнче хатĕрлесе çитерме палăртаççĕ.<strong> </strong></p>