Чăвашсене — уйрăм лапам
<p>Çĕршывăн тĕп хулинчи Раççейри халăхсен çуртĕнче çĕршыври чăвашсен федераци наципе культура автономийĕн уйрăм вырăн пулĕ. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Раççейри халăхсен çурчĕн» директорĕпе Анна Полежаевăпа тĕл пулнă хыççăн паллă пулчĕ. Халăхсен çурчĕ Чăваш Енпе пĕрле проектсем пурнăçлама палăртать. Чăваш Енпе Раççейри халăхсен çурчĕ тачă çыхăнса ĕçлеме пуçлĕç. Унăн ертӳçи республикăран вĕренмелли чылай пулнине палăртрĕ. Унăн самăхĕпе Раççей тĕрленĕ картти çакна çирĕплетет. Кăçал ку проект малалла аталанать. – Паянхи Раççей Федераци суъбектсен çак тĕрленĕ картисен фестивалĕ. Ăна эпир август уйăхĕнче Шупашкарта ирттерĕпĕр. Паллах, çак фестиваль, ман шутпа, пĕр енчен пĕлтĕрхи проекта малалла тăсĕ, çĕнĕ шухăшсене çуратма май парĕ тесе шутлатăп. Тепĕр фестиваль вăл кашни нацийĕн кĕрешӳ ăмăртăвĕсем пулĕ, мĕншĕн тесессĕн пĕлтĕр Раççей Федерацийĕнчи спорт министерствипе тата Раççей Федерарицйĕн тĕрлĕ енлĕ кĕрешӳсĕн союзĕпе çак шухăш пирĕн çуралчĕ. Фестивале тата спорт уявне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççейри халăхсен çурчĕн директорне Анна Полежаевăна чĕнчĕ. Вăл республикăна пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă тума йыхравларĕ. Ку лапамра ытти наци чăваш халăхĕн культурипе паллашма пултарĕ. Тĕл пулура республика ертӳçи Анна Полежаевăна федераци автономиййĕн çĕнĕ ертӳçипе, Раççей Паттăрĕпе, Николай Гавриловпа паллаштарчĕ. Чылай регионта чăвашсен пĕрлешĕвĕсем пур. Вĕсем тĕрлĕ ĕç-пуç ирттереççĕ. Сăмахран, кашни çул Мускавра пĕтĕм чăвашсен Акатуйне йĕркелеççĕ. Чăваш Енĕн паха опытне ытти тăрăхра та усă курмалла терĕ Раççейри халăхсен çурчĕн директорĕ Анна Полежаева.<strong> </strong></p>