Чăваш чĕлхи кунĕ сумлă иртрĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче чăваш чĕлхи кунне паллă тăвать. Тăван сăмах сасси ирĕклĕн янăрать, чăваш культурипе халăх историйĕ çинчен калаçакансем нумайрах та нумайрах. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак кун чăваш халăхĕн çĕнĕ çырулăхне, наци шкулне никĕсленĕ Иван Яковлева аса илетпĕр. Ăна сума суса илсе килнĕ ентешсен чечек кавирĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Шупашкарти палăкне илемлетрĕ.

Паллă куна уявлама чăваш чĕлхине тата культурине аталантарассишĕн тăрăшакансем пуçтарăнчĕç. Вĕсен йышĕнче влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем, çыравçăсем, вĕрентекенсем – тĕрлĕ регионтан килнĕ хăнасем кăçал нумай пулчĕç.

ВЛАДИМИР ГРУЗИН: "Яковлев пире çул уçса панăшăн унăн чунĕ пире пулăшсах пырать. Эпир Чĕмпĕр çĕрĕ çинче Яковлев чиркӳ уçнă, чăвашла кĕлĕ тытăннă. Унтан чăваш букварĕ уçнă. Унта вăл кĕнекесем куçарнă. Ачасене питĕ нумай вĕрентнĕ".

– Питĕ нумай тунă чăвашсемшĕн. 400 шкул, пин ытла учитель вĕрентсе кăларнă. Çак шкултан интеллигенци тухнă. Чăваш поэчĕсем, çыравçăсем. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Аслă Патриархăмăр çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа çӳллĕ шайра ирттерме Хушу кăларнăччĕ. Йĕркелӳ комиссине Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков ертсе пынăран тĕнчери мĕн пур чăваш туслă çемьене пухăнчĕ.

АНАТОЛИЙ РЫБКИН: "Çӳллĕ, кăмăллă шухăшсем, кăмăл-туйăм. Иван Яковлевич пулман пулсан пирĕн чĕлхе пĕлместĕп те мĕнле çулпа кайнине. Тавтапуçах çак çынна".

Кашни регионта сумлă пуçарусем йĕркеленĕ. Вĕсене ытти халăхсем те курса тĕлĕнеççĕ. Иван Яковлевăн тăхăмĕсем те çулсерен Чăваш Ене килеççĕ. Уява Пĕтĕм тĕнчери Вырăс халăх соборĕн ертӳçин çумĕ Константин Малофеев та хутшăнчĕ. Аслă Улăпăмăр халалне тĕплĕ тишкерме пуçлани пирки пĕлтерчĕ. Унтан вĕсем Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта çĕкленекен чиркĕве çитсе курчĕç. Строительство ĕçĕсем вĕçленмен-ха. Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков ăна тепĕр çул сăваплама палăртни пирки каларĕ. Иван Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекенсем сумлă хăнасене тĕрлĕ ыйту пама пултарчĕç.