Çитес тапхăра халех хатĕрленмелле

Ăшă тата шыв пăрăхĕсене 140 çухрăм улăштармалла. 27 хурана тĕпрен юсамалла е çĕнетмелле. Çаксем – хутса ăшăтмалли çĕнĕ тапхăр умĕн пурнăçламалли ĕçсем. Ку ыйтăва Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура çĕклерĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, 2022-2023-мĕш çулти хутса ăшăтмалли тапхăр йĕркеллĕ иртнĕ. Пĕлтĕр авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа кăçал ака уйăхĕччен коммуналлă тытăмра 728 авари шута илнĕ. Синкерлĕ лару-тăру пулман, кăлтăксене çийĕнчех пĕтерме тăрăшнă. Ăшăтмалли тапхăра хатĕрри пирки кăтартакан паспорта Пăрачкав, Шупашкар, Шăмăршă тăрăхĕсем илмен.

Сăмах май, Шупашкар муниципаллă округĕ ăна умлă-хыçлă икĕ çул хатĕрлеймест. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çак кăлтăка пĕтерессипе мĕнле ĕçсем тăвассине çак эрнере пĕлтерме каларĕ. Хĕлле урапа, çулла çуна хатĕрле текен каларăша çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем аван чухлаççĕ. Хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленмен те-ха, çитессипе ĕçлеме пуçланă та. Çывăх вăхăтра ăшă пыракан пăрăхсене шалтан çуса тасатма пуçлаççĕ. Çĕмĕрле, Куславкка, Улатăр хулисенче коммуналлă тытăма çĕнетессипе пысăк ĕç пуçланнă. Тĕрлĕ программăпа 2024-мĕш çулччен кунта 127 çухрăм ăшă тата вĕри шыв пăрăхĕсене улăштармалла. Çакна валли 2 миллиард тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Ĕçсене территори аталанăвĕн тата наци тăнăçлăхĕн фончĕсен укçи-тенкипе йĕркелеççĕ.