Энергие перекетленин витĕмĕ пур
<p>Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура республикăн энергие тĕрĕс усă курмалли программине мĕнле пурнăçланине тишкерчĕç. Пĕлтĕр ку енпе перекет 250 миллион тенкĕпе танлашнă. Малтанхи çултинчен çак 39% пысăк.</p>
<p>Энергие перекетлемелли программăпа ĕçленин витĕмĕ пур. Иртнĕ çул промышленнăç тытăмĕнче 142 миллион тенкĕ таран, топливăпа энергетика комплексĕнче 63 миллион тенкĕ, бюджет тытăмĕнче 5 миллион тенкĕ чухлĕ перекет пулнă. Саккунпа килĕшӳллĕн энергипе усă курнăшăн влаçра тăрăшакансен çулсерен деклараци тăратмалла. Çак ĕçе Чăваш Енри вĕрентӳ министерстви тата Вăрнарпа Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕсем вĕçне çитермен. Тухăçлă ĕçлес тесе муниципалитетсем те энергие перекетлемелли программăсем хатĕрленĕ. Шел те, Çĕмĕрле хулин çак документ çук. Ăна çитес уйăхра хатĕрлесе çитерме шантараççĕ. Тăрăхсенче вырнаçнă пĕрлешӳсен программине хатĕрлемелле – çак малаллахи утăм. Ку ĕçе вăраха тăсса ямалла маррине палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен вырăнсенче программăсене ĕçлеттерме пуçламалла. Программăпа килĕшӳллĕн иртнĕ çул Чăваш Республикин тĕллевлĕ топливăпа энергетика балансне тата çак кăтарту патне çитмелли ĕç планне çирĕплетнĕ. Çаксене тăрăхсенче те хатĕрлемелле. Патăрьел тата Сĕнтĕрвăрри муниципаллă округĕсем хутсене йĕркелесе çитернĕ. Документ хатĕрлеме уйăх çурă каять, утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен 26 муниципалитетра топливăпа энергетика балансне йĕркелемелле. Апла пулсан халех çине тарса ĕçлемеллине каларĕ Олег Алексеевич.</p>