Вăрманта - пушар
<p>Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Атăл леш енче, Шупашкар вăрманлăхĕнче пушар тухнă. Астраханка кӳлли çывăхĕнче вут «аллине тăснă». 13 сехет те 49 минутра пушар хуралĕн ĕçченĕсем патне шăнкăрав çитнĕ. Çăлавçăсем сехетренех çулăма сарăлма чарнă. Çулталăк пуçланнăранпа вăрманта пушар пулнине шута илменччĕ-ха. Ку пĕрремĕш тĕслĕх. Çавна май çакна Правительство çуртĕнче иртекен ларура тĕп ыйтусене хускатиччен сӳтсе яврĕç. Иртнĕ эрнере çеç республикăра 91 вырăнта пушар тухнине шута илнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, кăтарту 5 хут ытла ӳснĕ. Электрооборудованипе тĕрĕс усă курманни, ятарласа чĕртсе яни, пирус туртни тата ытти те – сăлтав нумай. Типĕ курăк çунтарни те çулăма алхасма май парать. Иртнĕ эрнере типĕ курăк çуннине 37 тĕслĕх, çӳп-çап çунтарнине 10 тĕслĕх шута илнĕ. Пĕр эрнере çеç 122 гектар çинче çулăм алхаснă. Чăваш Республикин гражданла оборона тата синкерлĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов Улатăр тата Шупашкар муниципаллă округĕсенче, Канашпа Улатăр хулисенче уçă вырăнта тип курăк е çӳп-çап çунтарнине нумай шута илнине каларĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, ку муниципалитетсенче Чăваш Республикин саккунĕнчи 10.9 статьяпа протокол çырасси те уксахлать иккен. «Чăваш Республикинчи административлă йĕркене пăсни çинчен» статьяпа Муркашпа Елчĕк тăрăхĕсенче виçшер протокол шăрçаланă. Элĕкре те йĕрке пăсакансем пур. Комсомольски, Вăрмар, Етĕрне, Тăвай тăрăхĕсенче пĕрер протокол çырнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев лару-тăру çивĕч пулнине, çавна май пуçлăхсен кар тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ.</p>