И.Яковлева халалланă курав Мускавра уçăлчĕ
<p>Раççей Патшалăх Думинче Иван Яковлева çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă курав уçăлчĕ. Вăл пурнăçланă ĕçсем пархатарлă тата чикĕсĕр пулнине тепĕр хутчен çирĕплетрĕ çак пуçару. «Самана таппинчен маларах утакан» курав Раççей Патшалăх Думинче уçăлчĕ. Тӳрех куракансем ăна куç илмесĕр сăнарĕç. Чăваш Енре çуралнă, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешĕмĕрсем, чăваш чунĕллĕ хастарсем, депутатсем хальччен архивра упраннă тупрапа тимлĕ паллашма тăрăшрĕç. ЮРИЙ ИСАЕВ: «Вăл хăй çырнă, хăй кăларнă кĕнекесен экспоначĕсем те упранаççĕ. Унта упранакан экспонатсене эпир кунта илсе килсе хамăр патшалăхăн тĕп хулинче кăтартатпăр. Питĕ пысăк тав сăмахĕ каламалла Анатолий Аксакова. Вăл вăй хунипе патшалăх думинче çакăн пек выставкăна йĕркелеме май пулчĕ. Пирĕншĕн вăл питĕ мăнаçлă, хăватлă. Çак выставкăна эпир хамăр кăна курмастпăр вĕт, пирĕн Раççей Федерацийĕнчен килнĕ депутатсем кураççĕ». Парламент фракцийĕсен ертӳçисене те çак лапам пĕрлештерчĕ. Раççей Патшалăх Думин Председателĕн çумĕ Александр Жуков палăртнă тăрăх, Иван Яковлев эткерĕ – çĕршыв шайĕнчи парне, пысăк пуянлăх. Экспонатсен хушшинче Аслă Улăпăмăрăн ал çырăвĕсене, историре тарăн йĕр хăварнă сăн ӳкерчĕкĕсене, пĕрремĕш букварĕн кӳлепине курма пулать. ИВАН НИКОЛАЕВ: «Эпир И.Яковлева хамăрăн просветителе питĕ хисеплетпĕр. Мĕншĕн тесен вăл чăваш çыннишĕн питĕ нумай ĕçсем туса панă. Кашни пирĕн ентеш кам çул тăрăх кăштах ӳснĕ. Тăрăшмалла хăй хыççăн вĕсене хăпартма. Пĕр-пĕрне туртни. Пĕр-пĕрне пример пулни вăл çав тери лайăх». Иван Яковлева халалланă курав эрнипех ĕçлет. Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче кунтах «çавра сĕтел» ирттерме палăртнă. Тутартстанри Кăнна Кушкинче çуралнă ентешĕмĕре халалланă культура марафонĕ çĕршыври ытти региона та пĕрлештерĕ.<strong> </strong></p>
<p><strong> </strong></p>