«Ҫӗнтерӳ чиккисем» марафон Чулхулара
<p>Чăваш Республики Чулхула тăрăхне «Ҫӗнтерӳ чиккисем» регионсем хушшинчи марафон эстафетине куçарчĕ. Чулхула облаҫӗ – патриотизм туйăмне ӳстерекен мероприятие йышăнакан улттӑмӗш регион. Марафона паянхи кунччен пурĕ 13 000 ытла ҫын хутшӑннӑ. Унччен вӑл Чӑваш Енре, Тутарстанра, Пушкӑртра, Чĕмпĕр облаҫӗнче тата Мордва тăрăхĕнче иртнĕ. Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вӑрҫӑ ҫулӗсенче тылри паттӑрлӑха халалланă конференци йĕркеленĕ. Унта архивра тăрăшакансем, историксем, аслӑ вӗренӳ учрежденийĕсен вĕрентекенӗсем, ăслăлăх ӗҫченӗсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен тĕпчевĕсенче Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑнакансен тылри паттӑрлӑхне вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек кăтартса пачĕç. Чăваш Енри хĕрарамрăсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева конференцие хутшӑнакансене Сӑрпа Хусан хӳтĕлев чиккине тăвакансен паттӑрла ӗҫӗн темине сарас енӗпе республикӑра ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Чулхула театрӗн сцени ҫинче "Сӑр чикки" оперӑна кăтартрĕç. Марафон пынă хушăра Чулхулари хастарсем регионсем тăрăх куçса çӳрекен "Ҫӗнтерӳ чиккисем" куравпа паллашрӗҫ. Тăван çĕршыва юратма вĕрентекен марафон вӑрҫă ҫулӗсенче тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне ӗмӗрлӗхех асра хăварас тӗллевпе иртет.</p>