Строительствора - цифра хатĕрĕсем
<p>Цифра хатĕрĕсем пур тытăма та кĕрсе пыраççĕ. Строительствăра та вĕсене анлă усă курасшăн. Кун пирки строительство министрĕ Павел Данилов Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ.</p>
<p>2022-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тунă килĕшӳсенче объектсен виçĕ енлĕ ĕлки пулмалла. Патшалăх саккас çурчĕсене çĕкленĕ чухне тĕслĕх кирлех, унсăр килĕшӳ тумаççĕ. Информаци хатĕрĕпе строительствора ĕçлекен кашни пай усă курмалла – саккасчик, çурт çĕклекен, тĕрĕслев ирттерекен тата тимлекен. Цифра хатĕрĕсем ĕçе кĕртни проект тĕрĕсрех, йăнăшсемсĕр хатĕрлеме май памалла.</p>
<p>«Вĕсене усă курассине Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă. Чăваш Ен ку тĕлĕшпе пур енлĕ ĕçлеме палăртать», – терĕ республика ертӳçи Олег Николаев. Иртнĕ çулта строительство тытăмне цифра хатĕрĕсем кĕртме 31 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Нухратпа строительство хатĕрсен платформине ĕçлеттерсе янă, строительство ĕç-хĕлĕн патшалăх тытăмне çĕнетнĕ тата ытти те. Палăртмалла, Чăваш Республики пилотлă 20 регион йышне кĕрет. Вĕсенче объектсен наци системине йĕркелеççĕ. Унăн кăтартăвĕсем регионăн наци рейтингне те витĕм кӳреççĕ.<strong> </strong></p>