Хĕрарăмсен канашĕсем йĕркеленеççĕ
<p>Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ – этемлĕхĕн черчен пайне илемлĕрех тата хăюллăрах пулма хавхалантарать. Çакна предприятисенче йĕркеленекен пикесемпе хĕрарăмсен пĕрлĕхĕсен ĕçĕнче те курма пулать. Вĕсенчен пĕри Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» пĕрлешӳре уçăлчĕ. Çĕнĕ юхăм мал ĕмĕтлĕ хĕрарăмсен пурнăçне мĕнлерех улăштарĕ? Хуравне Юлия Адюкова шырарĕ.</p>
<p>Вĕсен ĕçĕ ытларах хими промышленноçĕпе, тĕрлĕ проивзодствăпа çыхăннă. Çăмăлах мар пулсан та, предприятире 1700-е яхăн пике, хĕрарăм тăрăшать. Вĕсем ĕç ушкăнĕн 47 процентне тултараççĕ. Хĕрарăмсенчен чылайăшĕ ĕçе 7 сехет валлиех килет. Апла пулсан та, вĕсен сăн-сăпачĕпе кăмăл-туйăмĕ яланах ырă, çи-пуçĕ тирпейлĕ. Хĕрарăмсене этемлĕхĕн черчен çурри тесе калаççĕ пулсан та, вĕсем паттăрла утăмсем тума пĕрре те хăрамаççĕ. Предприятире пикесене илтме тата итлеме пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Хастарсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура хăш-пĕр çивĕч ыйтăва мала кăларма май пулчĕ. Кăлăпăр, хĕрарăмсене цех пуçлăхĕсене лартма ирĕк парасси, вĕсен сывлăхне тĕрĕслеттерме хушма майсем туса парасси тата ытти те. Çакнашкал ыйтусене малашне «Химпромра» йĕркеленнĕ хĕрарăмсен канашĕ те татса пама хутшăнĕ. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти 41-мĕш пĕрлĕх.</p>
<p>НАТАЛИЯ ДОБРЯНСКАЯ: «Эпир паян савăннă, Наталья Алексеевна пирĕн предприятие, «Химпрома» килнĕшĕн. Вăл пире савăнăç кĕртет, вăй пачĕ. Пире мероприятисене мĕнле ирттернисене каласа пачĕ, çав республика шайĕнче ирттерекен мероприятисенче хутшăнас килет. Малалла пĕрле утăмсем тума шанса тăратпăр».</p>
<p>«Кашни хĕрарăмрах илемлĕх тата ырăлăх вăрлăхĕ пур», – палăртрĕ Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева. Çĕнĕ ĕçтешĕсене вăл ăмăртусемпе конкурссене хутшăнса «анне», «мăшăр» тивĕçĕсен сумне тата хакне урăх енчен туйма сунчĕ.</p>