Çуркуннепе ĕç уявĕ урăхларах иртĕ
<p>Хула урамĕсем тăрăх йĕркелекен çул çӳрев вырăнне – тĕрлĕ тематикăллă лапамсем. Çуркуннепе ĕç уявне кăçал Чăваш Енре çĕнĕлле ирттерĕç. Çак йышăнăва Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ канашлура çирĕплетрĕç.</p>
<p>Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ халăх айккинчен иртсе каймалла мар. Вăл ĕç ушкăнĕсене тата тĕрлĕ предприяти çыннине пĕр тĕвве пухмалла. «Чăваш Республикинчи профсоюз организацийĕсен пĕрлĕхĕ» союзĕн ертӳçи Анатолий Коршунов уява йĕркеленĕ чухне кăçал хăрушсăрлăх йĕркисен çирĕплĕхне мала кăларма сĕнчĕ. Унăн шухăшĕпе Чăваш Ен пуçлăхĕ Олег Николаев та килĕшрĕ. Çавăн пекех çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçе чарса лартма килмен пĕрлешӳсенче тăрăшакан йышлă пулнине те каларĕ. Уява Шупашкарта тăватă лапамра ирттерĕç. Çак кун ĕçлекенсене савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелесси пирки те манман. Вĕсем валли онлайн-трансляцисем йĕркелĕç.<strong> </strong></p>