Космонавтика паттăрĕсене сума суса

Паян пĕтĕм тĕнчере – Космонавтика кунĕ. Пĕрремĕш çын уçлăха парăнтарнăранпа 62 çул çитрĕ. Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Юрий Гагарин «Восток» уçлăх караппа тĕнчере пĕрремĕш хут çĕр чăмăрĕ тавра çаврăннă. Чăваш Енре çак куна кашни çулах анлă паллă тăваççĕ.

Космонавтика кунĕ пирĕн республикăшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ уяв. Чăваш Енре 3-мĕш космонавт Андриян Николаев çуралса ӳснĕ. Чăваш кăйкăрĕ икĕ хутчен тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ. Паттăр ентешĕмĕр пирĕн халăх пирки пĕтĕм çĕр чăмăрне пĕлтернĕ. Шупашкарта Юрий Гагаринпа Андриян Николаев палăкĕсем умне халăх яланхиллех йышлăн пуçтарăнчĕ.

ГАЛИНА ФИРСОВА: «Космонавтика кунĕ пирĕншĕн питĕ паллă кун. Çавăнпа эпир паян чечексем килсе хума килтĕмĕр».

Ача садĕнче, шкулта ăс пухакансем те кунта паттăр космонавтсене сума суса чечекпе килнĕ.

– Паллах, пирĕншĕн пуриншĕн те паянхи кун паллă кун, яланах эпир ăна кĕтсе пурăннă. Уйрăмах ача чухне. Яланах кам пулас килет тесен? Космонавт пулас килет тесе хуравланă. Нумаях пулмасть «Алёнка» пукане-матрешка тĕнче уçлăхĕнче пулса курнăскер Шупашкара çитрĕ. Çакăн евĕр чăваш тумĕллĕ теттепе пирĕн ентеш Андриян Николаев 1962-мĕш çулта çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче çăлтăрсем патне çул тытнă. Хаклă çак парнене шкул ачисем республика Пуçлăхне Олег Николаева парнелерĕç. Вăл сумлă тупрана Андрия Николаев ячĕллĕ асăну комплексне çитерме сăмах пачĕ. Сергей Королев пек совет ăсчахĕсенчен тĕслĕх илсе малалла аталанма тăрăшмалла терĕ çамрăксене Олег Николаев. Чăваш Республикин Правительствин пайташĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, общество хастарĕсем палăк патне чечексем хучĕç.