Космоса каякан ҫул
<p><strong> </strong></p>
<p>Çитĕнекен ăру чăваш кăйкăрĕн Андриян Николаевăн çул-йĕрĕпе пырать. Сăмах Çĕмĕрле тăрăхĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Улхаш вăтам шкулĕн ачисем пирки. Вĕсем «Космоса каякан ҫул» VR-шоура хутшăнчĕç.</p>
<p>Пирĕн мухтавлă ентешсене кура республикăри шкул ачисем яланах хăпартланнă, халĕ те хавхаланаççĕ. Тĕрлĕ вĕрентÿ учрежденине çитсе килекен «Космоса каякан ҫул» VR-шоу проект та çакна çирĕплетет. Çак проектăн тĕллевĕ – ачасене пирĕн паттăрсем космосра тунă пархатарлă ĕçсемпе паллаштарасси; космонавтикăпа, астрономипе çыхăннă ăслăлăх енĕсемпе кăсăклантарасси; космос тĕпчевĕпе пурăнакан çынсен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарасси. Куçса çÿрекен проект ку хутĕнче Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Улхаш вăтам шкулĕн верентекенĕсемпе вĕренекенĕсен кăмăлне туллин тивĕçтерчĕ. Виртуаллă космоса вĕçтерекен ятарлă хатĕрпе пĕрле çак шкула сумлă хăнасем те килсе çитрĕç. Проект – тĕрлĕ енлĕ. Куç çине тăхăнтартакан ятарлă хатĕрпе вĕçнисĕр пуçне шкул ачисем викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, Андриян Николаева халалланă фильма курса киленчĕç. «Космоса каякан ҫул» VR-шоу проект шкул ачисен патриотла воспитанине çĕклеме, ҫӗнӗ технологисемпе туллин усă курма май парать. Кашни шкул ачи проекта хутшăннă май орбита станцин пурнӑҫне чӑмса хӑйне космонавт пек туйрĕ</p>