Шуршăл ачи
Паллах, Космонавтика кунне Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕ те анлă паллă тăвать. 3-мĕш космонавт çуралнă ялта Шуршăлта çулсерен çамрăк космонавтсен слечĕ иртет. Кăçал кунта «Шуршăл ачи» фильм кăтартрĕç.
«Шуршăл ачи» фильма 2022-мĕш çулта хатĕрленĕ. Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши Андриян Николаев аса илĕвĕсемпе калавсем хатĕрленĕ. Çакна тĕпе хурса сенкер экранпа кăтартмалли проект хатĕрленĕ. Тĕп роле 11 çулти Миша Владимиров сăнарланă. Толик-Хураски шкулĕнче вĕренекен ача кинофильмра хавхаланса ӳкерĕннине калать. Киремет йывăççи патĕнче çулла çĕрле çӳренĕ, вăрăмтунасенчен хăтăлнă — çак асра юлнине палăртать Миша. Ача çавăн пекех паллă космонавт пекех тӳпери çăлтăрсене сăнама кăмăлланине палăртать. Ку çеç мар, тепĕр паллă пулăмпа та асра юлĕ кăçалхи Космонавтика кунĕ. «Аленка» пукане-матрешка тĕнче уçлăхĕнче пулнă хыççăн Шуршăлти мемориаллă комплексра вырăн тупрĕ. Çак кун чăваш кăйкăрĕ пирки нумай сăмах, нумай аса илӳ пулчĕ.
– Андриян Григорьевич Николаев çак космос историне пĕрремĕш страницинченех çырса пыни пире мухтантарать, хавхалантарать. Тата малалла та хастаррăн ĕçлесе пыма, ĕненсе пыма май парать. Андриян Григорьевич хыççăн та тата нумай космонавт пулнă. Тата нумай çын космодромра космос ĕçĕсене пурнăçа кĕртсе пынă. Унсăр пуçне паян та предприятисем çĕнĕ космос программине пурнăçа кĕртнĕ çĕрте питĕ хастаррăн ĕçлеççĕ, ĕçлеççĕ кăна мар, çак ĕçсене паянхи кун самый çӳлти шайра туса пыма пултараççĕ. Виççĕмĕш космонавтпа тĕплĕн паллаштаракан мемориаллă комплекс кĕçех тата та илĕртӳллĕ пулмалла. Кунта тĕп юсав пуçлама палăртаççĕ.
– Паянхи кун пирĕн проектпа смета документацийĕ ĕçĕ вĕçленсе пырать. Эскпертизăра вĕсем халь. Çавăнпа та эпир килес çулах пурнăçа кĕртме пуçласшăн. Çак мемориаллă комплекс реконструкци тунă чухне планетарий пулмалла. Вара ĕнтĕ çак мемориаллă комплекс ачасене вĕрентме, тĕрлĕ енлĕ пĕлӳсем пама тата туристсене килсе çак космос енĕпе тĕрлĕ пулăмсемпе киленмелли вырăн пулса тăрĕ.