Сĕт ыйтăвĕ канăç памасть
<p>Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин анлă коллегийĕнче сĕт хакĕсем пирки те калаçрĕç. Унччен маларах ку çивĕч ыйтăва юр-варпа ĕçлекен пĕрлешӳсен пуçлăхĕсемпе, халăхран сĕт пуçтаракансемпе тĕл пулса тимлĕ тишкернĕччĕ.</p>
<p>Коллегире тухса калаçакансем сĕт хакне пĕр шайра тытма темиçе енлĕ килĕшӳ çирĕплетме сĕнчĕç. Унсăр пуçне малашне муниципалитетсенчи фермерсене халăхран сĕт пухтарса, ăна сивĕтмĕшре шăнтсан тин сĕт заводне яртарасшăн предприяти ертӳçисем. Пысăк сĕт тапхăрĕнче хаксене хальлĕхе пĕр шайра тытса тăма çăмăлах мар. "Ку ыйтăва комплекслă татса памалла", - терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Хальлĕхе Хĕрлĕ Чутайра ку енĕпе пилотлă проект пурнăçланать.</p>
<p>СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: "Сĕт пахалăхне лайăхлатма тăрăшмалла. 10-15 процент халăх халĕ те шыв хутăштарать. Хамăр куратпăр халăх хăйсем пăхса тăрса анализ тăваççĕ. Çав сĕтрен, паллах, лайăх сĕт-çу туса илейместĕн, килти ĕнерен продуктивность сăвасси нумайрах ӳстĕр тесе ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерме тăрăшмалла».</p>