65 çул тултарчĕ
<p>«Чăваш энергосбыт компанийĕ» 65 çул тултарчĕ. Унта тăрăшакансене пĕлтерĕшлĕ уявпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.</p>
<p>Чăваш Республики энергосбыт компанипе тачă çыхăнса ĕçлет. Икĕ ен пĕрле инвестици проекчĕсене пурнăçлаççĕ. Вĕсен хакĕ 2 миллиард ытла тенкĕпе танлашать. Кун çинчен калакан килĕшĕве иртнĕ çул Питĕрте иртнĕ экономика форумĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Уявпа саламланă май, регион ертӳçи Олег Николаев электроэнергийĕн пĕлтерĕшĕ çинчен те каларĕ. Сăмхран, энергосбыт компанийĕ тăрăшнипех кăçал Шупашкарта электричествăпа çӳрекен автомобильсене хăвăрт заряд памалла пĕрремĕш станцине уçнăччĕ, çулталăк вĕçлениччен çакнашкал тата икĕ вырăн йĕркелесшĕн.</p>