Пулас салтаксен сывлăхне тĕрĕслеççĕ
Çар ретне тăма хатĕрленеççĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççейре çурхи призыв кампанийĕ старт илчĕ. Унпа килĕшӳллĕн Чăваш Енри 1400-е яхăн çамрăк салтак аттине тăхăнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Пулас салтаксен сывлăхĕ çирĕп-и? Ыйтăва Юлия Адюкова репортёр тишкерчĕ.
Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенчи çамрăксем повесткăсем илме пуçланă ĕнтĕ. Вĕсен йышĕнче ытларах колледж-техникумсенче юлашки курсра вĕренекенсем. Çакншакал тĕрĕслевсене парăнтарса пулас салтаксен çара кайма юрăхлине çирĕплетекен хут илмелле. Вĕсене хирург, дерматолог, куç тухтăрĕ, невролог тата ытти специалист та тĕрĕслет.
АРТЁМ НИКОЛАЕВ: «Диплом илнĕ хыççăн армине каятăп, паян медосмотр пăхрĕç мана, пĕтĕмпех чиперех, лайăх. Манăн шутпа, кашни çыннăн салтака кайса килмелле, унта арçынсем вăйлăрах пулса килеççĕ».
Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенчен 80-а яхăн çамрăк пĕр çулталăка хĕсмете кайĕ. Пĕтĕмĕшле илсен çамрăксен сывлăхĕ çирĕп, палăртать çар комиссариачĕн терапевчĕ.
АЛЕКСАНДР СТЕПАНОВ: «Ытларах чухне вес çитмест ачасене, хăшĕ-пĕрисен давлени хăпаркалать, теприсен чĕрисемпе чирсем пулкалаççĕ. Хамăн ĕçре эпĕ сахал куратăп, салтакран пăрăнакан, салтакран таракан ачасене. Нумайăшĕ салтака каясшăн, хирĕç мар».
«Çар – пурнăç шкулĕ» теççĕ. Унта паракан пĕлӳпе ăсталăха илме вара Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенчи каччăсем хатĕр. Призыв камапнийĕ утă уйăхĕн 15-мĕшĕчченех пырать. Салтак юррине шăрантарса тус-пĕлĕшне ăсатакансене вара ака уйăхĕн вĕçĕнчех курма пулĕ.