Ун пьесисене халĕ те лартаççĕ
«Аслати», «Кашкăрсемпе сурăхсем», «Чухăнлăх инкек мар» тата ытти те. Кăçал, ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, вырăс драматургĕ Александр Островский çуралнăранпа 200 çул çитет. Çак сумлă çавраçула халалласа Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Юлашки парăм» спектакль кун çути курчĕ.
Илемлĕ те чипер пике путсĕр арçынна юратать. Пурнăçра темшĕн час-часах çапла пулать. Юлия Тугина та, çамрăк тăлăх арăм, Вадим Дульчин йĕксĕк арçынна кăмăллать. Хĕрарăм уншăн тем тума та хатĕр. Хăйĕн мĕн-пур пурлăхне юратăвĕшĕн пĕтернĕ. Халĕ Юлия купса патне кайса Вадима çăлма укçа ыйтать.
АНТОНИНА КРАСНОВА: «Александр Николаевич Островкий паянхи кунта чи тĕллевсенчен çынăн ĕмĕчĕсене укçа-тенкĕсене тĕп тĕрĕс çырса панă-çке. Спектакле курнă май каласа хăварас килет. Укçа-тенкĕпе арçынпа хĕрарăм хушшинче мĕнлĕ калаçусем,килĕшӳсем. Паянхи кун вăл миçе çул каялла çырнă паян кунта тема тытăнса тăрать пек туйăнать».
«Юлашки парăм» спектакле курма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та çитнĕ. Островский пьесисем çитĕнекен ăрушăн усăллă. Вĕсем пурнăçа вĕрентеççĕ палăртрĕ республика ертӳçи.
АНАСТАСЯИ АЛЕКСАНДРОВА: «Кунта эпĕ «Пушкинский картăпа» çӳретĕп. Тĕрлĕ спектакль кунта эпĕ курнă ĕнтĕ. Тăрăшап премьерăсене килме».
Çĕнĕ спектакльсем вара кăçал татах та пулĕç пĕлтереççĕ чăваш драма театрĕнче.