Тĕллевсем патне - малалла
Тĕллевсем пур. Вĕсене пурнăçлама пулать. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри президиумĕн пайташĕсем республика ертӳçипе Олег Николаевпа тĕл пулсан çапла пĕтĕмлетӳ турĕç.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ĕç-хĕлне аталантармалли майсем тупмалла – тĕл пулура çак ыйтăва мала кăларчĕç.
ЭДИКТ ВОЛКОВ: «Тĕл пулура нумайрах эпир хамăр суйланă çула шайлаштарса пăхасшăн. Тĕллевĕсем нумай, хайлавĕсем те халăхран килсех тăраççĕ. Çав хайлавсене пуçтарса пĕр çулпа утса пырасшăн. Çавăнпа ыйтусене сӳтсе явасшăн».
Партин Халăх программинчи палăртнă тĕллевсен ытларахăшĕ Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн комплекслă программипе тумалли ĕçсемпе пĕр килеççĕ. Раççей Федерацин аталанăвĕн стратегиллĕ документне улшăнусем кĕчĕç. Çавна май программăри йышăнусене улăштарнă та. «Партин нумай проекчĕ наци проекчĕсемпе çыхăннă. Вĕсенче тӳрлетӳсем туни, çĕнетни тухăçлă ĕçлеме, нумай ыйтăва татса пама май памалла», – терĕ республика ертӳçи Олег Николаев.
ИГОРЬ СЕМЕНОВ: «Республика Пуçлăхĕ пире паян ку тĕл пулура тепĕр çултан пирĕн мĕн тумалли тĕллевсене лартрĕ. Вĕсене эпир тăваятпăр. Çавăнпа та пирĕн ытларах халăхпа ĕçлемелле. Халăха ăнлантармалла. Халăха ăнлантарсан, ĕçне кăтартсан пирĕн ку тĕллевсене пур май та пур вăя кĕртме».