Раççей Правительствине тухма хатĕр
.jpg)
<p>Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кабель продукцийĕпе çыхăннă йĕркесĕрлĕхсене татса парас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн Правительствине тухма хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ. Кĕтмен çĕртен сиксе тухакан чăрмавсем тĕп юсав ĕçĕсемпе çыхăннă наци проектне туллин пурнăçлама ура хураççĕ. Çак ыйтусене промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес тĕллевпе пуçарнă комиссире пăхса тухрĕç.</p>
<p>Строительство материалĕсене туса кăларакан наци пĕрлешĕвĕ пĕлтернĕ тăрăх, кашни тăваттăмĕш пушар сăлтавĕ — электропралук юсавсăрлăхĕпе çыхăннă. Унпа тĕрĕс мар усă курнипе, электрохатĕр пахалăхĕ япăх шайра пулнипе «хĕрлĕ автан» час-часах алхасать. Регионсенче ку енĕпе фальсификат кăтартăвĕ 81 процента çитнĕ тĕслĕхсем те шута илнĕ. Кабель хатĕрлекенсем час-часах ток яракан шăнăрăн диаметрне пĕчĕклетсе кăтартаççĕ. Кабель тулашĕн хулăнăшне пĕчĕклетсе кăларни, йӳн материалсемпе усă курни тавар пахалăхне самай чакарать. Çак çивĕч ыйтăва татса пама республикăри электротехника пĕрлешĕвĕсен пулăшăвĕпе усă курма сĕнчĕç. Саккуна пăсса табак продукцийĕ сутнă тĕслĕхсем пирки те калаçрĕç канашлура. Маркировка витĕр тухман продукцие уйрăмшар сутаççĕ. Çул çывăхĕнче вырнăçнă кафе тата ытти кану вырăнĕсенче ирттернĕ рейдсен вăхăтĕнче 19 000 ытла контрафакт продукцие шыраса илнĕ. Çитес вăхăтра федераци шайĕнче ку енĕпе саккун йышăнмалла. Ун чухне тин лару-тăру лайăхланĕ.</p>