Наркотикпе кĕрешмелли комисси ларӑвӗ
<p>Наркотик хутăшĕсемпе тата психотроплă япаласемпе усă куракан çынсене реабилитацилессипе, йĕркеллĕ пурнăçа тавăрассипе çыхăннă мероприятисем мĕнле пурнăçланнине сӳтсе яврĕç çак кунсенче. Комиссие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.</p>
<p>Чӑваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра наркоманипе чирлисене социаллӑ реабилитаци тӑвас енӗпе тĕллевлĕ ĕçлеме хушрĕ. Ларăва Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министрĕн çумĕ Владимир Гладнев та хутшăнчĕ. Вăл палăртнă тӑрӑх, 2022 ҫулта психологи пулӑшӑвне 3 пине яхӑн ҫынна панă, сывă пурнӑҫ йӗркине сарас тĕллевпе республикăра наркоманипе чирлисене культурӑпа спорт мероприятийӗсене, пултарулӑх конкурсӗсене явӑҫтарас енӗпе 1352 мероприяти ирттернӗ. Пӗлтӗр стационарсенче 296 ҫын сипленнĕ. 2022 ҫулта реабилитаци тухнă 22 çын ĕç вырăнĕ тупнине те асăнса хăварчĕ. Çавăн пекех, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев малашне эрех-сăра, наркотик тата минретекен япаласем усӑ куракан ҫул ҫитмен ачасене реабилитацилемелли уйрӑм программӑсене пурнӑҫлама тĕллев лартрĕ.</p>