Çулталăк маларах
<p>Çĕнĕ Шупашкарти ятарлă экономика лапамĕнче электричество подстаницине çĕклемелле. Унăн хăватлăхĕ 110 киловольт пулĕ. Ăна 2024 çул вĕçĕччен çĕклемелле. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата «Россети Волга» пĕрлешĕвĕн ертӳçи Александр Гаврилов калаçса татăлчĕç.</p>
<p>Çĕнĕ Шупашкарти ятарлă экономика лапамĕнчи объектсене «Россети Волга» пĕрлешĕвĕн пралукĕсем патне сыпăнтарма çĕнĕ подстанци кирлĕ. Ăна 2025 çулта çĕклемелле пулнă. Çĕнĕ Шупашкарти индустри паркне 2024 çул вĕçĕччен хута ямалла. Çакă электричество подстанцине çулталăк маларах тума хистет. Александр Гаврилов çĕнĕ подстанцине палăртнинчен маларах хута яма шантарчĕ. «Çĕнĕ подстанци хулана тата вăйлăрах аталанма май памалла, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те пулĕç кунта», – палăртрĕ Олег Николаев.</p>