Карантин йĕркине çирĕплетнĕ
Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Кивĕ Тутайкассинче тата унăн таврашĕнче карантин йĕркине çирĕплетнĕ. Кун çинчен калакан йышăнăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче алă пуснă. Аса илтеретпĕр, шăпах Кивĕ Тутайкасси ялĕнче икĕ çын Çĕпĕр язвипе аптранă. Хальхи вăхăтра вĕсем больницăра сипленеççĕ. Çак пăтăрмах çинчен тата мĕн паллă? Карантин йĕркин чарăвĕсем камсене пырса тивеççĕ? Ыйтусене пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна çитсе тĕпчерĕ.
Кивĕ Тутайкасси ялĕнче ятарлă тĕреслев пункчĕ ĕçлет. Ун çывăхне килекен кашни çыннах, транспортах ветеринари службин ĕçченĕсем чараççĕ. Карантин йĕрки тăрăх çак ялта выльăх-чĕрлĕхе пусма, унта аш-какай илсе кĕме те, илсе тухма юрамасть. Хальлĕхе Кивĕ Тутайкассин чиккисенчен иртме ятарлă служба ĕçченĕсен тата çак ялта пурăнакансен çеç ирĕк пур. Çакнашкал чарусене вăя кĕртме тивнине халăх ăнланупа йышăнать.
АЛЕКСАНДР АФАНАСЬЕВ: «Хăратать пуль, пĕлмес ĕнтĕ эпĕ. Хальччен ун пек чирпе чирлесе курман та».
Çĕпĕр язвин чирĕ Чăваш Енре 20 çула яхăн пулман. Çавăнпа та çак амак 2 çынна ерни ял çыннисемшĕн те кĕтменлĕх пулнă.
НИКОЛАЙ АРХИПОВ: «Пĕлтĕр утă кĕртнĕ вăхăтра кăтартрĕ мана – унта 2 вăкăр тăраççĕ. Чиперех вĕсем, утă çисе тăраççĕ. Кайран, ăçтан лĕкнĕ вăл, ниçта та тухман вĕсем, пăрăвĕсем, вăкăрĕсем, чи аякка тухни – кил картине тухнă вĕсем, урăх ниçта та тухман».
Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертӳçи Александр Шакин каланă тăрăх, çĕпĕр язвине 2 çын вăкăр пуснă чухне çаклатма пултарнă. Аш-какайпа ĕçленĕ чухне вĕсем суранланнă пулнă. Çавна май чир вĕсем çине куçнă имĕш. Шел пулин те, пуснă какая сутса яма ĕлкĕрнĕ. Хальлĕхе ăна шыраса тупайман-ха.
АЛЕКСАНДР ШАКИН: «Пирĕн кунта халь зона тетпĕр, эпизодический очаг. Унта пирĕн килти выльăхсенчен пĕр вăкăр пур, сурăхсем пур. Вĕсене пурне те кашни кун пăхаççĕ. Çĕпĕр чирĕнчен вĕсене пурне те профилактика вакцинацийĕсем тунă. Ытти хуçалăха çак ялта нимле хăрушсăрлăхсем те çук».
Кил хуçалăхĕнчи тислĕк купи çинче пуснă вăкăрăн юлашкисене – хӳрине тата чĕрнисене тупнă. Вĕсене тĕрĕсленĕ – Çĕпĕр язви чăнласах та çирĕпленнĕ. Хальхи вăхăтра лару-тăрăва тĕрлĕ служба ĕçченĕсем хăйсен тимлĕхĕнче тытаççĕ, канашлусем ирттерсех тăраççĕ. Çакна та палăртмалла – ял çыннисен сывлăхне хăрушлăх кӳрекен сăлтавсем çук.
АЛЕКСАНДР ШАКИН: «Эпир пăхатпăр, аш-какай кĕрсе ан кайтăр, ан тухтăр тесе. Пăхатпăр, кунта кĕртетпĕр пурăнакан çынсене çеç. Çавăнпа та, сĕт пуçтарма та никам та запрет памасть, мĕнле пурăннă, çампекех пурăнатпăр».
Çакнашкал инкек урăх ан тухтăр тесен Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ĕçченĕсем выльăх-чĕрлĕхе çĕпĕр язвинчен вăхăтра вакцинаци тутарма сĕнеççĕ.