Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕ юсаççĕ
<p>Чăваш Енре нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕплĕ юсав иртересси туллин пурнăçланса пырать. Кăçал 209-не çĕнетме палăртнă. Вĕсенче 36 000 ытла çын пурăнать. Çуртсене юсама пĕр миллиард та 870 миллион тенкĕ ытла кирлĕ пулать. Ку ыйтăва Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен ларура сӳтсе яврĕç.</p>
<p>Нумай хваттерлĕ çуртсене ятарлă фонд укçипе юсаççĕ. Ăна халăхран тĕпле юсав ирттерме пухаççĕ. Пĕлтĕр фонда пĕр миллиард тенке яхăн укçа килнĕ. Анчах та пур те ку укçана тӳлемеççĕ. Парăм паянхи куна 640 миллион тенкĕпе танлашать. Нухрата шыраса илме тĕрлĕ ĕç-пуç ирттереççĕ. Иртнĕ çулта 192 нумай хваттерлĕ çурт юсамалла пулнă. Вĕсенчен 188-ĕшне çĕнетнĕ. Юлнă тăваттăшĕнчен пĕрне кăçал вĕçлеме палăртаççĕ. Виççĕшĕмпе суд ĕçĕсем пыраççĕ. Суд подрядчик строительство йĕркисене пăхăнса ĕçлеменнине палăртнă. Суд йышăнăвне пурнăçлама çурт тăррине тĕпрен пăсса тумалла. Анчах та ку улшăну проектра çук. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ыйтăва тĕплĕ тишкерме хушрĕ. Пĕр уйăх вăхăт пачĕ. «Подрядчик ĕçе тивĕçлĕ туманнипе çынсем айăплă мар. Вĕсене пулăшмалла», – терĕ вăл.<strong> </strong></p>