Наци проекчĕ пирки пĕлтермелле
Чăваш Енре мĕнле наци проекчĕсем пурнăçланаççĕ? Унпа килĕшӳллĕн мĕнле ĕçсем тăваççĕ? Массăллă информаци хатĕрĕсемпе çакăн пирки час-час пĕлтереççĕ. 2022-мĕш çулта хаçат старницисенче, радио эфирĕнче, телевиденипе пин çурă хыпар çутатса панă. Çак ыйтупа Правительство çуртĕнчи ларура Чăваш Енри цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов калаçрĕ.
Çулсерен массăллă информаци хатĕрĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлаççĕ. Пĕлтĕр наци проекчĕсем пирки каласа кăтартакан 7 ĕçе хавхалантарнă. Вĕсене хатĕрлекенсем район тата республика шайĕнчи хаçатсем. «Демографи», «Сывлăх сыхлавĕ», «Вĕрентӳ», «Культура», «Экологи» тата ытти те – Чăваш Енре пурăнакансем хăш наци проекчĕпе мĕнле ĕçсем пурнăçланнине массăллă информаци хатĕрĕсенчен пĕлсех тăраççĕ. Иртнĕ çул республикăри телевиденисенче 110 сюжет тухнă. Радио ĕçченĕсем итлекенсене 306 хут çак тема пирки аса илтернĕ. «Республика», «Тĕплĕ калаçу», «Хăтлă тăрăм», «Хыпарсем.Интервью» программăсенче наци проекчĕпе çыхăннă ыйтусене час-час хускатнă. 2022-мĕш çулта сывлăх сыхлавĕн, экономика аталанăвĕн, экологи министерствисем наци проекчĕсем пирки хыпарсем нумай пĕлтернĕ. Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисем тата Муркаш тăрăхĕ ку енпе лайăх ĕçленине палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, хăш наци проекчĕпе мĕнле ĕç тунине халăха пĕлтерсех тăмаллине каларĕ. «Ку енпе пурнăçлакан пур ĕç те халăхшăн, пурнăç шайне ӳстерме май парать. Апла пулсан малалла та çине тăрсах ĕçлемелле», – терĕ регион ертӳçи.