Пресс-конференци иртет
<p>Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче 11:00 сехетре пресс-конференци ирттерет. Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе Шупашкарти пăр керменĕнче тĕл пулма палăртнă. Унта федераци, республика, район шайĕнчи кăларăмсенче ĕçлекенсен, блогерсен ыйтăвĕсене хуравлать. Çĕнĕлĕхсенчен пĕри – кăçал шкул медиастудийĕсем те хутшăнни. Чăваш наци телекуравĕнче тӳрĕ эфирта пресс-конференцире курма, итлеме май пулĕ.<strong> </strong></p>