Кăрлач уйăхĕ лайăх кăтартупа палăрнă
Республикăра çурт-йĕр тăвасси, промышленность производствин калăпăшĕ ӳснĕ, ĕçсĕр ларакансен шучĕ чакнă. Тунтикунсерен Правительство çуртĕнче иртекен ларура Чăваш Енĕн 2023-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç.
Иртнĕ çулхи кăрлач уйăхĕпе кăçалхи кăтартăва танлаштарсан ӳсĕм пур енĕпе те курăмлă. Уйрăмах промышленность тытăмне палăртса хăвармалла. Республикăри предприятисен тупăшĕ 21 миллиард тенкĕпе танлашать. Пуринчен ытларах электротехника, машинăсем тăвакан комплекс продукцийĕпе усă кураççĕ. Чăваш Енре сĕт, чăх çăмарти, пахча-çимĕç, аш-какай ытларах туса илме пуçланă. Пурăнмалли çурт-йĕр хăпартасси икĕ хут ӳснĕ, республика хыснин тупăшĕ те хăпарнă. Бюджет тăкакĕн пайĕ социаллă ĕç-пуçа пырса тивет. Республика экономикине аталанма инвестици проекчĕсем хăват параççĕ. Регион «Росатом» корпораципе пĕрле поликремний кăларма палăртнă. Вăл пĕтĕм электроникăн никĕсĕ шутланать. Чăваш Енре малашлăхра йывăр тиев турттармалли платформăсем тăвакан завод та уçăлмалла. Республика пуçлăхĕ Олег Николаев, ку ĕнтĕ йӳнĕрех тата тухăçлă ĕçлеме май панине каларĕ. Экономика тытăмĕнчи тĕп йывăрлăхсенчен пĕри – специалистсем çитменни. Вăл производство калăпăшĕ ӳснипе пулнă та. Ларура промышленность тытăмĕнче вăй хуракан ăстасене хатĕрлессипе ĕçлеме тĕллев лартрĕç.