Инвестици профильне хӳтĕленĕ

Канмалли кунсенче муниципаллă округсен ертӳçисем хăйне евĕрлĕ экзамена пухăнчĕç. Вĕсем Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева, республика Правительствин пайташĕсене хăйсен инвестици проекчĕсемпе паллаштарчĕç. Малашнехи аталану çул-йĕрĕ пирки каласа пачĕç.

Канмалли кун пулсан та муниципаллă округсен ертӳçисем ĕçре. Республика Пуçлăхне, бизнеса ăнăçлă тытса пыракан усламçăсене, тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтерекен институтсен пуçлăхĕсене хăйсен инвестици профилĕпе паллаштарчĕç. Чăваш Ен ку енĕпе çĕршывра пĕрремĕш. Пуринчен малтан пирĕн регионта муниципалитетсен умне Республика правительстви инвестицисем илĕртме пулăшакан проектсем шухăшласа кăларма, аталану çул-йĕрне палăртма тĕллев лартнă. Усламçăсем Чăваш Енре 1400 ытла бизнес проект уçас шухăшлă. Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Белоусов, Чăваш Ен çĕршыв шайĕнче ку енĕпе те пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăнине палăртнă. Малашне çак инвестици проекчĕсене 2035-мĕш çулччен йышăннă республикăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăç стратегин программине кĕртеççĕ. Çак документа 70 проект вырăн тупнă ĕнтĕ.