Ĕçлĕ тĕл пулу
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕпе Светлана Аристовăпа тĕл пулчĕ. Унта вĕсем çак ведомствăн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне, малашнехи тĕллевсене уçăмлатрĕç.
Тĕрĕслевпе шутлав палати Чăваш Енре республика, муниципалитет шайĕнчи сăнавпа тĕрĕслев ĕçĕсем ирттернĕ. Чылай йĕркесĕрлĕхе асăрхаса, тăкаксене бюджета каялла тавăрма пулăшнă. Финанс тытăмĕнчи йĕркесĕрлĕхсем ытларах бухгалтери ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Патшалăх аукцион ирттерессипе тĕрлĕ аудит тĕрĕслевĕсем иртнĕ. Пурĕ 1 136 йĕркесĕрлĕхе шута илнĕ. Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Светлана Аристова кăçал профилактика ĕçне тата та вăйлатасси пирки каларĕ.