Черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç

Йăлтах Çĕнтерӳ валли. Шупашкартан ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç. Салтаксене кирлĕ хатĕрсене «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акци шайĕнче пуçтарнă. Автоколоннăна ăсатма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.

Нарăс уйăхĕнче çеç Чăваш Республикинчен 4 пысăк тиевлĕ машина çула тухрĕ. Пурĕ 5 фура тата пысăк «Газель». Чăвашсем пĕр чăмăра пухăнни çĕнтерӳ хăватне туйма май парать те.

– Çак колоннăра пирĕн УАЗиксем аманнă çынсене çак вăрçă территоринчен мирлĕ территорине хăвăрт куçарма май паракан УАЗиксем кайрĕç. Çакна эпир, паллах ĕнтĕ, пирĕн çар çыннисемпе калаçнă чухне куртăмăр. Мĕншĕн тесен унччен машинăсем янă чух вĕсем пире тав тăватчĕç. Аманнă çынсене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарма май пулсан тата лайăхрах пулассине пĕлтернĕччĕ. Хальхинче салтаксене «УАЗ», «Нива», «Газель» автомобильсем, мунча кӑмакисем, юн чакаракан турникетсем, наҫилккасем, тепловизорсем, медицина препарачĕсем тата ытти хатӗрсем ӑсатрӗҫ. Вăрнарсем пуçаруллăхĕ ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.

АРТУР МИХАЙЛОВ: «Пирĕн районтан 73 çын мобилизовать тунă. Октябрьте хамăр ачасене пулăшас тесе эпир халăхпа предпринимательсемпе пуçтарăнса волонтерсен ушкăнĕ турăмăр. 5 пин ытла çын пирĕн унта пухăннă. Пулăшу тĕрлĕрен. Кам машинисене ахаль парать. Хăш-пĕр машинисене эпир укçалла илсе пуçтарса, юсаса, хатĕрлесе паратпăр».

Автомашинăсемпе гуманитари пулăшăвне пуçтарма чылай муниципалитет хутшăннă. Красноармейски тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсем те хастар.

СВЯТОСЛАВ ИВАНОВ: «Пирĕн Красноармейскинче пурăнакан фермерсем, предприятисем çак 23-мĕш февраль валли гуманитарный помощь пуçтарассине питĕ лайăх хутшăнчĕç. Кашни хăйĕн майĕпе хутшăнчĕ. 3 тонна ытла пулчĕ».

Ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна Чăваш Енрен ăсатнă автоколонна икĕ талăкра çитмелле. Эппин, пулăшу нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне кирлĕ вырăнта пулĕ. Шăпах çак кун, çулталăк каялла, ятарлă çар операцийĕ пуçланнине пĕлтернĕ те.