«Пĕлтерĕшлĕ калаçу»
<p>«Пĕлтерĕшлĕ калаçу» çĕршыв шайĕнче пурнăçланакан проект Чăваш Енре те вăй илет. Республикăра Совет Союзĕн Геройĕ Александр Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕнче паян хăюлăх, паттăрлăх, Тăван çĕршыв тата ытти пĕлтерĕшсем çинчен калаçрĕç. Раççей историйĕ пуян. Тĕрлĕ çĕршыв аталанăвĕнче пысăк витĕм кӳрекен патшалăх шутланать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăр совет салтакĕсем ытти çĕршыва тăнăçлăх парнеленĕ. Ирсĕр тăшманран хăтарнă. Хальхи вăхăтра та Раççей салтакĕсем çĕршыв чысне ятарлă çар операцинче хӳтĕлеççĕ. Ку тата хальхи саманапа çыхăннă ытти пулăма Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев кадет корпусĕнчи яш-кĕрĕмпе урок вăхăтĕнче уççăн сӳтсе яврĕ. Урок умĕн яланхилле Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсем янăрарĕç. – Курăнать ĕнтĕ пирĕн паянхи кадетсем питĕ хастар пулни. Вĕсен чунĕсем те вĕри, чĕри те питĕ малашлăха талпăнса тапать. Унсăр пуçне вĕсемпе калаçнă май курăнать ĕнтĕ паянхи лару-тăрăва та тарăн ăнланса ыранхи хăйсен ĕçне халалласа патшалăха сыхлас ĕçе курăнса тăрать. Тăван çĕршыв тăнăçлăхне упракансем кадет корпусĕнчи музей пуянлăхĕпе те паллаштарма ĕлкĕрчĕç Республика Пуçлăхне. Пĕрремĕш Петр патша, пирĕн паллă ентеш Алексей Крылов карапçă тата ытти сумлă çын çинчен пĕлме пулать кунта. – Ачасен паттăрлăх валли вăрçăра кăна мар, кулленхи пурнăçра та пур. Ăнланни питĕ савăнтарать. Паха ĕçленинчен, тухăçлă ĕçленинчен килет. Кун пек пĕр шухăшлă пулсан нумай ĕçсем тума пултаратпăр. «Пĕлтерĕшлĕ калаçу» çĕршыв шайĕнчи проект республика шайĕнче малашне те пурнăçланĕ.<strong> </strong></p>