Пултаруллисене - стипенди

Чăваш Енре пултаруллă ачасемпе çамрăксене хавхалантармалли май чылай. Вĕсенчен пĕри – çулсеренех пин ачана паракан республика Пуçлăхĕн стипендийĕ. 14 çултан пуçласа 35 çул тултарман, вĕренӳре тата ĕçре палăрнă яш-кĕрĕм çулталăк укçа илсе тăрать. Вĕсенчен 35-шĕ çак кĕмĕле памалла пирки калакан хута Чăваш Республикин Пуçлăхĕ алăран тыттарчĕ.

Студент, вĕрентекен, тухтăр, культура ĕçченĕ, спортсмен – залра такам та пур. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем те, вĕсем вара улттăн, хальхинче Правительство çуртĕнче. Пухăннисем пурте пултаруллисем.

ОЛЕСЯ МИХАЙЛОВА: «Ку маншăн питĕ пысăк савăнăç. Эпĕ Раççей спорт мастерĕ армрестлинг енĕпе шутланатăп. Çавăн пекех çамрăк çыравçă. Журналистсен союзĕн членĕ. Çапла стипенди пани çамрăксене малалла тăрăшса ĕçлеме пулăшать тесе шухăшлатăп».

Çамрăксем çулсерен Чăваш Ен ятне çӳлелле çĕклеме тăрăшаççĕ. 2022-мĕш çулта «Раççейри студентсен çуркуннийĕ» фестивальте республика команди гран-при выляса илнĕ. «iВолга» форумра 5-мĕш вырăна тухма пултарнă. Чăваш яш-кĕрĕмĕ иртнĕ çул çĕршыв шайĕнче пĕрре мар палăрнă. Регион ертӳçи Олег Николаев çак çитĕнӳсемпе çеç лăпланса лармалла маррине каласа малалла та çитĕнӳсем тума сунчĕ.