Манăн çемье центрĕ
Черетлĕ «Манăн çемье центрĕ» Çĕмĕрле хулинче уçăлчĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшне пĕрлештерекен çакăн евĕр пӳлĕмсем кирли пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтĕр Патшалăх Канашне янă Çырура та каланăччĕ. Ăна «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн ĕçлеттерсе ячĕç.