Пĕрле ĕçлемелле
<p>Çитес çул мĕнле пулассине никам та пĕлмест. Çакна шута илсе Чăваш Республикин 2023-мĕш çулхи бюджетне пур сăлтава та шута илсе йĕркеленĕ. Кăçал регион тупăшĕ 22 процент ӳснĕ. Ку иртнĕ çулпа танлаштарсан пилĕк процент чылайрах. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе тĕл пулнă май каларĕ. «Çитес çулхи пуш уйăхĕнче бюджета пĕрремĕш тӳрлетӳсем кĕртетпĕр. Ку ĕçе çулталăк пуçламăшне тишкерсе йĕркелĕпĕр», – терĕ вăл. Çивĕч лару-тăрура пĕрле ĕçлени питĕ пĕлтерĕшлĕ. «Анлă правительство» формат та çакна аван кăтартрĕ. Саккун проекчĕсене сӳтсе явма хастар хутшăннăшăн Олег Николаев депутатсене тав турĕ. 2023-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче е нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Патшăлăх Канашне çырупа тухнине пĕлтерчĕ депутатсене Олег Николаев. Ун хыççăн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2022-мĕш çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарассине каларĕ</p>