Экспорт канашĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ
<p>Чăваш Енре кăларакан тавара пĕтĕм тĕнче шайне кăларас тĕллевпе тивĕçлĕ çитĕнӳсем тума республикăра экспорт канашне йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш ларăвĕнче продукцие чикĕ леш енне сутлăха илсе тухмалли ĕçĕн планне хатĕрленине пĕлтерчĕç. Унпа килĕшӳллĕн бизнес-миссисем ирттерĕç, усламçăсене пĕтĕм тĕнчи шайĕнчи электронлă суту-илӳ лапамĕсене тухма тата ют çĕршыв партнерĕсене тупма пулăшĕç. 2022-мĕш çулта 17 çĕршыв Чăваш Республикипе тулашри суту-илĕве йĕркелеме пăрахăçланă. Çавна май хальхи вăхăтра регион суту-илӳ тытăмĕнче 84 çĕршывпа килĕштерсе ĕçлет. Чăваш Енри предприятисемпе пĕрлешӳсем тĕнче шайĕнче палăракан халăха кирлĕ хатĕр-хĕтĕр кăларассипе малта. Хими промышленноçĕ ку енпе уйрăмах лайăх кăтартусем тăвать. Канашлура малашлăхра ирттермелли ĕç-пуçа сӳтсе яврĕç. Республика продукцине тухăçлă экспортлас енĕпе Никама пăхăнман çĕршывсен пĕрлĕхĕн пайташĕсемпе, Латинла Америкăпа, Африкăпа, Турципе тата ытти хăш-пĕр çĕршывсемпе ĕçлеме палăртаççĕ. – Çак экспорт советĕнче хамăр предприятисемпе тĕплĕн сӳтсе явса, вĕсен тĕллевĕсене пăхса тухса, хамăр енчен мĕнпе пулăшмаллине пĕлсе тăрса, хамăр пĕтĕм вăя пухса çак ĕçе малалла тăсма пирĕн тĕп тĕллев. Çавăнпа та çак ĕç, ман шутпа, питĕ усăллă пуласса шанса тăратăп, мĕншĕн тесен хамăр йĕркелени вăл паянхи кун Раççей Федераци Правительстви енчен те çӳлти шайра тĕрлĕ енле пулăшусене те пурнăçа кĕртсе пынипе те курăнса тăрать. Олег Николаев палăртнă тăрăх, çак енпе малалла ĕçлеме Чăваш Республикин 2024-мĕш çулчченхи экспорт аталанăвĕн программине те йышăнĕç.</p>