«Пике» фабрикăра çĕнĕ цехсем хута кайрĕç
Иккĕлле савăнăç… Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти «Пике» фабрикăра çĕлемелли тата пусма-тавар касмалли цехсене хута ячĕç. Вĕсем ĕç пахалăхне лайăхлатма, кăларакан çĕнĕ продукцийĕн калăпăшне ӳстерме май памалла. Производствăсене Чăваш Ен промышленноç аталанăвĕн Фончĕ кивçен панă укçипе уçнă.
Çĕнĕ комплексăн ĕç тухăçлăхĕ малтанхинчен темиçе хут та лайăхрах. Вăл хăватлă пулнипе çеç уйрăлса тăмасть. Сăмахран, çи-пуç çĕлемелли пусма-тавар касма май паракан лини Раççейре пĕртен пĕрре çеç – Чăваш Енре. Ăна Итали çĕршывĕнче туса кăларнă. Паха оборудовани ĕç тапхăрĕсене хăех пурнăçлать: ӳкерчĕк тăвать, перекетлесе касса кăларать. Çыннăн çанă тавăрса вăй хурас вырăнне сăнаса кăна тăмалла. «Промышленноç аталаннă чухне, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, укçа-тенкĕ пур, хыснана налук та кĕрет. Эппин, ача сачĕсем çĕклеме те, çулсем тума та пулать», - палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май.
СВЕТЛАНА ПЕТРОВА: «Эпир çĕлесе кăларнă кĕпе-йĕм пурне те килĕшет, пирĕн продукци пур регионта та сутăнать. Çакă мана питĕ савăнтарать, мĕншĕн тесен кашни япаларах эпир тăрăшса, чуна парса ĕçлени курăнса тăрать. Пирĕн ĕç нумай, ĕç укçи лайăх, анчах та çĕвĕçсем çитмеççĕ. Эпĕ çĕвĕçсене пирĕн пата ĕçлеме килме чĕнетĕп»
«Пике» фабрикăн директорĕ Аркадий Иванов палăртнă тăрăх, пĕрлешӳре производство хăватне ӳстернипе пĕр танах çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме те палăртаççĕ. Фабрикăра 100 ытла çынна ĕçпе тивĕçтерме май пуррине каларĕ вăл. Пысăк йышпа вăй хуни республика тулашĕнчен килекен саккасене çăмăллăнах пурнăçлама пулăшĕ.
«Пике» фабрика туса кăларакан тумтире Альмандо Меладо брендпа Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче çеç мар, чикĕ леш енче те пĕлеççĕ. Вăл çынсене илемлĕ те меллĕ, ăшă пулнипе килĕшет.
Çĕнĕ Шупашкар хулинчен «Республика» кăларăм валли Юлия Адюкова, Татьяна Молокова, Георгий Кривошеин.